АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турнирта медальсене тивĕçрĕç

09:28 08 мая 2013 г.

Ака уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен çамрăксен спорт шкулĕнче
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ С.П.Михеев парнисемшĕн республикăри бокс турнирĕ
иртрĕ. Унта Элĕк район чысне пилĕк çамрăк хÿтĕлерĕç. Чи çамрăк боксер – Николай
Павлов – турнирта хăйне хастар тытрĕ, 34 килограмлă виçере виççĕмĕш вырăна
тухрĕ.

Андрей Ермаков та малтисен йышне лекрĕ, виççĕмĕш пулчĕ. Сергей Озеровпа
Евгений Шашкин хăйсен виçинчи тантăшĕсене парăнтарчĕç. Юлашки вăхăтра хĕрсем те
турнирсенче палăрма пуçларĕç. Анастасия Мурзакова 46 килограмлă виçере Çĕнĕ
Шупашкар боксерĕпе вăй виçрĕ, хĕрсен ушкăнĕнче иккĕмĕш пулчĕ.

В.ГОРДЕЕВ,

тренер.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика