09:53 15 мая 2013 г.
Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Качалавра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене
хунисене тата ун хыççăнхи çулсенче вилнисене асăнса савăнăçлă лару-тăрура
мемориал хăми уçнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов ветерансене тав сăмахĕ каланă.
Вăрçă ветеранĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламланă. Александр
Николаевич пурне те телей, ырлăх-сывлăх, тăнăç пурнăç суннă.
Аслă вăрçă çулĕсенче Качалав ялĕнчен фронта 87 çын тухса кайнă, 40-шĕ çапăçу
хирĕсенчех выртса юлнă. Мрамор хăма çине пурин ятне те çырса тухнă. Паянхи кун
Качалавра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пулнă 2 çын пурăнать. Асăну хăмине уçма
шăпах вĕсене ирĕк панă.
Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен тата районти культурăпа кану
центрĕнче ĕçлекенсен концерчĕ уява уйрăмах пысăк хавхалану кÿнĕ.
Асăну хăмине хатĕрлесе вырнаçтарма Качалав çыннисем укçа-тенкĕ пухнă.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"