10:13 15 мая 2013 г.
2013 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче çула çитменнисен комиссийĕ хăйĕн ларăвĕсенче
22 административлă материал пăхса тухнă. Çула çитмен çамрăка спирт хутăшĕллĕ
шĕвек ĕçме явăçтарнăшăн 5 çынна явап тыттарнă.
Кăçалхи виçĕ уйăхра халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче ÿсĕрле çÿренĕшĕн çула
çитмен икĕ çамрăка тытса чарнă. Çавăн пекех сăра тата унăн никĕсĕ çинче
хатĕрленĕ алкоголь, спирт хутăшĕллĕ шĕвек ĕçнĕшĕн районти полици сотрудникĕсем 2
çамрăк тĕлĕшĕпе протокол çырнă. Шкул ачисем хушшинче спирт хутăшĕллĕ шĕвек ĕçсе
çÿрекенсем те тупăнаççĕ. Кун пек икĕ тĕслĕх пулнă. Кăрлач-пуш уйăхĕсенче асăннă
комисси 3100 тенкĕлĕх штраф хунă.
Т. ДМИТРИЕВА,
çула çитменнисен комиссийĕн специалисчĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"