АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Акцире çĕнтернисене чысланă

10:58 27 мая 2013 г.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2013» акци çĕнтерÿçисене чысласа ятарлă уяв ирттернĕ.
Унта «пиллĕк» илнисене тĕл пулăва йыхравланă. Чыслав çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш
патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче иртнĕ. Чăваш диктантне питĕ лайăх
çырнă 170 çын хушшинче пирĕн районта пурăнакансем те пур. Вĕсен йышĕнче Элĕкри
вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Алина Александровна Елизарова,
кĕçĕн классен учительници Алевтина Ивановна Софронова, вырăс чĕлхине вĕрентекен
Алина Николаевна Долговапа чăваш чĕлхипе литературин учительници Марина
Михайловна Леонтьева пулнă. Çавăн пекех Вутланти тулли мар вăтам шкулти Алиса
Николаевна Львова педагог та палăрнă. Вĕсене парнесемпе тата сертификатсемпе
чысланă.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика