10:59 27 мая 2013 г.
Ял çынни паян выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илет. Ĕçĕ-хĕлĕ, тÿрех калăпăр,
пĕртте çăмăл мар: ирĕн-каçăн тăрăшмалла. Сĕт хакĕ килограмшăн 12 тенкĕрен
иртмест.
Анат Татмăшри Ильинсем, Семеновсем, Никифоровсем, Кудрявцевсем пĕртте аптраса
ÿкмеççĕ, кашни кунах кĕтĕве 3-4 ĕне кăлараççĕ.
Çав хушăрах урăхларах ÿкерчĕк те курма пулать. Шел пулин те, çамрăк çемьесем
выльăх-чĕрлĕхпе аппаланасшăнах мар. Ватăрах çынсем, паллă ĕнтĕ, выльăхсене тытса
тăма вăй-хал çитереймеççĕ. Сăмахран, пĕр 5-6 çул каярах кĕтĕве 50-60 ĕне кăларнă
пулсан, паянхи кун касура 30-тан та иртмест.
А.ГОРШКОВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"