АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренÿ вĕçленчĕ, умра – экзаменсем

11:14 31 мая 2013 г.

Майăн 25-мĕшĕнче районти мĕнпур шкулта юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал Элĕк
районĕнче вун пĕрмĕш класран 157 ача, тăххăрмĕш класран 250 ача вĕренсе тухать.

Элĕк шкулĕнче те шăмат кун «Юлашки шăнкăрав» уяв иртрĕ. Савăнăçлă
мероприятире çамрăксене ырă сунса каланă сăмахсем сахал мар пулчĕç. Уяв ячĕпе
ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов, Элĕк шкулĕн директорĕ В.Волков,
Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов саламларĕç.

«Шкултан вĕренсе тухакансен пухнă пĕлĕве тĕрĕслевре кăтартса памалла. Сирĕн
кĕçех пурнăç çулĕ çине тăмалла пулĕ. Шкулта илнĕ пĕлÿ тĕллевсене туллин
пурнăçлама май патăр», – терĕ Александр Николаевич.

Вĕренÿре, спортра, тĕрлĕ мероприятисенче палăрнă ачасем дипломсемпе Хисеп
хучĕсене тивĕçрĕç. Вĕренсе тухакансене класс ертÿçисем, пĕрремĕш учительсем
ăнăçу сунчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Е.Трифонова ăшă сăмахсем каларĕ.

11-мĕш класран вĕренсе тухакансем шкул пурнăçĕпе çыхăннă сăвăсем каларĕç,
юрăсем юрларĕç, вальс ташларĕç. М.Андреевпа А.Трифонова юлашки шăнкăрав пачĕç.

Л.СИДОРОВ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика