АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канаççĕ, вăй-хал пухаççĕ

11:48 03 июня 2013 г.

Çу кунĕсем ачасемшĕн чи савăнăçлă та хаваслă вăхăт. Вĕсен канăвне усăллă та
интереслĕ ирттересси воспитательсен тивĕçĕ пулса тăрать.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен Ураскилтри вăтам шкул çумĕнче «Хĕвел» сиплев
лагерĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта тĕрлĕ классенче пĕлÿ илекен 30 вĕренекен хăйсен
сывлăхне çирĕплетеççĕ. Шкулта сăнавра тăракан 4 ача, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче
ÿсекен 6 ача тата нумай ачаллă çемьесенче пурăнакансем, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе
пыракансем 21 кунра тĕрлĕ вăйă-конкурссене хутшăнĕç. Зоя Эривертпа Антонина
Димитриева лагерь воспитателĕсем ачасене спорт вăййисене явăçтараççĕ. Çитес
вăхăтра вĕсемпе Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексне çитсе килме тата
сиплĕ курăксем пуçтарма та палăрнă. Шкул çумĕнчи столовăйĕнче вĕри апат
çитерессине йĕркеленĕ.

О.ГРИГОРЬЕВА,

«Хĕвел» лагерь ертÿçи.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика