АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕннине нумай пĕлчĕç

10:21 06 июня 2013 г.

Мăн Ямашри вăтам шкулта çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Этмен пăлхавĕ пулса иртнĕренпе
100 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç: кашни класрах уçă уроксем
пулчĕç, сочиненисем çырчĕç, регионсем хушшинчи «Этмен вăрçи пирки мĕн пĕлетĕр;»
олимпиадăна хутшăнчĕç, презентацисем пăхрĕç. Çакăнпа çеç çырлахмарĕç, ватă
çынсенчен Этмен вăрçи çинчен мĕн пĕлнине ыйтса пĕлчĕç, Этменпе Кивуй ялĕсем
хушшинчи пăлхава хутшăннисене асăнса лартнă палăк умне кайса чечексем хучĕç.

Ачасем иртнĕ вăхăтпа туллин кăсăкланчĕç, çĕннине пĕлме май тупрĕç.

Л.АНДРЕЕВА.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика