АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Хураçтÿ» халăха пуçтарчĕ

11:15 19 июня 2013 г.

Кăçал «Хураçтĕве» хатĕрленсе ирттерме 12 çын хутшăнчĕ. Ял уявĕ ял тăрăхĕнчи
культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пуçланчĕ. Хыççăн уява
пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Никитина саламларĕ, ăнăçу
сунчĕ. Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А..Васильев ялти чи çамрăк тата ватă çынсене,
кĕмĕл, çавăн пекех ылтăн туй юбилярĕсене хаклă парнесем пачĕ.

Хитрелетсе илемлетнĕ лапамра тата уяв сăнĕ кĕртнĕ сцена çинче вырăнти
«Тăванлăх» ушкăн тата районти ветерансен хорĕ хăйсен юрри-ташшисемпе
савăнтарчĕç. Ярмăкра суту-илÿ точкисем ĕçлерĕç, карусель çаврăнчĕ. Поварсем икĕ
çĕрте шÿрпепе хăналарĕç. Спорт мероприятийĕсем те иртрĕç.

Ял çыннисемпе хăнасем каçхине Шупашкар хулинчен килнĕ «Асамат» ушкăн
концертне пăхрĕç. «Хураçтÿ» уявĕ каçхи дискотекăпа тата спонсорсен салючĕпе
вĕçленчĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика