АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăй-хала спортра туптаççĕ

11:21 19 июня 2013 г.

Шĕмшеш шкулĕ çумĕнчи стадионта тренировкăсем час-часах ирттеретпĕр. Çу
кунĕсенче те шкулти спортсменсем палăртнă графика пăсмаççĕ. Шĕмшеш шкулĕн
вĕренекенĕсем чылай чухне районта çăмăл атлетикăпа иртекен ăмăртусенче,
мини-футбол вăййинче мала тухаççĕ. Лагерьсен спартакиадинче пирĕн шкул ачисем
канат туртассипе эстафетăра ытти вĕренÿ учрежденисене кая хăварчĕç. Çакна та
палăртма кăмăллă, «Сăран мечĕкĕн» республикăри тапхăрне Шĕмшеш шкулĕнче
вĕренекенсем хутшăнчĕç. 24 команда хушшинче аслисен ушкăнĕ улттăмĕш вырăна
тивĕçрĕ. Кĕçĕннисем тăваттăмĕш пулчĕç. Пĕтĕмĕшле команда 10-мĕш вырăна тухрĕ.

В.ТРОФИМОВ,

Шĕмшеш шкулĕн физкультура вĕрентекенĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика