09:26 25 июня 2013 г.
Кăçалхи 5 уйăхра районĕпе 825 тонна (чĕрĕ виçепе) аш-какай туса илнĕ. Мĕнпур
йышши хуçалăхсенче 9,3 пин тонна сĕт сунă (пĕлтĕрхипе танлаштарсан – 101
процент). Ĕне выльăхсем талăксерен 631 грамм, сыснасем 492 грамм ÿт хушса пынă.
Тĕллевсем çакăн пек: выльăх-чĕрлĕх йышне чакармалла мар, продукци илессине
ÿстерсех пымалла.
Паянхи кун 3558 çын «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе ĕçлет. Ку вăл харпăр хăй
хуçалăхне тытса тăракансен 39,9 проценчĕ.
Вĕсем ĕç-хĕле малалла аталантарса пыма 511,6 миллион чухлĕ кредит илнĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"