АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сывлăх тусĕсем пуçтарăннă

09:33 25 июня 2013 г.

Районти тĕп вулавăшăн урамри вулав залĕнче «Ÿсен-тăрансем – сывлăх тусĕсем»
пĕлÿ сехечĕ ирттернĕ. А.Егорова библиотекарь ÿсен-тăрансене тĕрĕс пухса
типĕтмелли, çак ĕçсене хăш вăхăтра пурнăçламалли çинчен каласа панă. Эмел
курăкĕсене мĕншĕн пухмалла, вĕсем сиен ан кÿччĕр, усăллă пулччăр – çакăн çинчен
те сăмах пынă тĕл пулура. Кунтах «Сиплĕ курăксем» кĕнекесен куравне те
йĕркеленĕ. Вулакансем унпа кăмăлтанах паллашнă, курав тавра курăма анлăлатма
пулăшнă, эмел курăкĕсене нумайрах пухма хавхалантарнă. Кĕнеке куравĕнчи
кăларăмсенче эмел курăкĕсем çинчен туллин çырса кăтартнă. Мероприятие Чăваш
Сурăм шкулĕнче вĕренекенсем хастар хутшăннă.

Кĕнеке куравĕ çу вĕçленичченех ĕçлет.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика