09:58 03 июля 2013 г.
Сывлăхран хакли урăх нимĕн те çук. Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн
медицина сестри И.Павлова шутланă тăрăх, хальхи вăхăтра ватă çынсенчен
ытларахăшĕ чĕре чирĕсемпе аптраççĕ. Çанталăк пĕрмаях улшăнса тăни, йывăр ĕçсем –
чирсен сăлтавĕсем.
Офиса ял çыннисем пирвайхи медицина пулăшăвĕ, канашсем илме, эмелсем туянма
час-часах пыраççĕ. Вĕсене М.Лисенков врач, И.Павловапа А.Афанасьева медсестрасем
яланах хапăл, эмелпе те тивĕçтереççĕ, сĕнÿ-канашпа та пулăшаççĕ.
З.СТЕПАНОВА.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"