АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тимлĕхсĕр ÿсмĕç

10:38 03 июля 2013 г.

Пирĕн районта хальхи вăхăтра шкул çулне çитменнисен 3 вĕренÿ учрежденийĕпе 6
ушкăн шутланать, вĕсене 504 шăпăрлан çÿрет. Кунсăр пуçне 2 шкулта кĕске вăхăтлăх
ушкăнсем йĕркеленĕ, вĕсенче – 3-7 çулсенчи ачасем. Ача-пăча сачĕсене
çÿременнисем валли Ураскилт, Юнтапа, Шĕмшеш, Мăн Вылă шкулĕсенче шăмат кунхи
ушкăнсем ĕçлеççĕ, вĕсенче – 80 ача.

Паянхи кун районĕпе 1- 6,5 çулсенчи 624 ача пуçламăш пĕлÿ илет, çакă малтанхи
çулхисенчен самаях пысăк кăтарту.

Ача-пăча учрежденийĕсенче кашни çулах 20 вырăн хушса параççĕ, апла пулин те
черет çав-çавах пур. 2010 çулта Элĕк салинчи 1-мĕш номерлĕ садикре юсав ĕçĕсем
ирттернĕ хыççăн 15 вырăнлă, 2011 çулта салари 2-мĕш номерлĕ садикре 20 вырăнлă,
Вутлан шкулĕнче 25 вырăнлă, 2012 çулта Тавăт шкулĕнче 20 вырăнлă çĕнĕ ушкăнсем
йĕркелерĕмĕр. 2014 çулта Чăваш Сурăм шкулĕнче 25 ача, Элĕкри 1-мĕш садикре 20
ача валли ушкăнсем уçма пăхнă. Халĕ Ураскилт салинче 40 вырăнлă садике юсаса
çĕнетмелли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Шăпăрлансене 42 педагог вĕрентсе воспитани парать. Вĕсенчен 21-шĕ – пĕрремĕш
категориллисем, 10-шĕ – иккĕмĕш категориллисем. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта
воспитательсен уйăхри шалăвĕ вăтамран 15723 тенкĕпе танлашнă. Иртнĕ çул
ашшĕ-амăшĕсем ачасемшĕн кашни кун 35-45 тенкĕ тÿленĕ. 84 ачан ашшĕ-амăшĕ
шăпăрланшăн тÿлев хакĕн çуррине (50 процентне) çеç хывать, 5 ача садике тÿлевсĕр
çÿрет.

Э.НИКОЛАЕВ,

райадминистрацин вĕренÿ пайĕн начальникĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика