АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ача амăшĕсене - сертификат

10:12 15 июля 2013 г.

Район администрацийĕнче хĕрарăмсене савăнăçлă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн
патшалăх сертификатне пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха
пурнăçлакан Л.Никитина палăртнă тăрăх, урамсенче ача кÿмисемпе утакан хĕрарăмсем
нумайлансах пыраççĕ. Ку вăл район çамрăкланнине пĕлтерет.

Çемьере ача çурални – телей. ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Николаева, Пенси фончĕн
управленийĕн начальникĕн çумĕ Г.Николаева икĕ тата виçĕ ача çуратнă амăшсене
ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

Ача амăшĕн капиталĕн патшалăх сертификатне Тукачри Касмаковсем, Хураварти
Сапожниковсем, Анаткасри Семеновсем иккĕмĕш ача çуратнăшăн, Эренарти Капаровсем,
Кĕçĕн Тукташри Лукинсем виççĕмĕш, Çулавăçри Викторовсем, Карачурари Кузнецовсем
тăваттăмĕш ача çуратнăшăн илчĕç.

Кăçал Пенси фондне амăшĕн капиталне илме 77 заявлени тăратнă.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика