10:16 15 июля 2013 г.
Çу кунĕсенче, çанталăк шăрăх тăнă тапхăрта асăрханулăха уйрăмах ÿстермелле, тимлĕ пулмалла. Анчах та чылайăшĕ çавна ăса хывмаççĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Шуркассинче 16 сехет иртсен «хĕрлĕ автан» алхасма пуçланă. Сăлтавĕ – кил хуçисен асăрханулăхĕ çитейменнинче. Вĕсем сарай тăррине çĕнетнĕ çĕрте болгаркăпа ĕçленĕ. Ĕç хатĕрĕн хĕмĕ сирпĕннипе утă çунма пуçланă. Инкеке вăхăтра асăрханипе тата «Новый путь» хуçалăхăн икĕ тракторĕ шыв пичкисемпе хăвăрт çитнĕрен çулăма сарăлма паман. Элĕкри пушар чаçĕн машини те пушар сÿнтерме хутшăнчĕ.
Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче ирхи виçĕ сехетре Павлушкăньри Скворцовсен килĕнче çулăм алхасма пуçланă. Пушарта выльăх-чĕрлĕх вити, икĕ ĕне, икĕ пăру çунса кайнă. Пĕр ĕнине çеç витерен кăларма ĕлкĕрнĕ. «Хĕрлĕ автан» çулне пÿлме Элĕкри икĕ пушар машини çитнĕ. Пушара сÿнтерме ял çыннисем те пысăк пулăшу кÿнĕ.
А.ГОРДЕЕВА,
Элĕкри пушар надзорĕн инспекцийĕн инспекторĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"