АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлÿ шайĕ тĕрлĕрен

10:31 15 июля 2013 г.

Шкулпа сывпуллашса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан вĕренекенсемшĕн, вĕсен вĕрентекенĕсемшĕн, ашшĕ-амăшĕсемшĕн пăлхануллă самант хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем паллă, алла аттестат та илнĕ. Мĕнле шайра иртнĕ ППЭ-сем, вĕренекен çирĕп тĕрĕслеве тивĕçлипех тухнă-и; Пирĕн ыйту çине районти вĕренÿ пайĕн аслă методистне В.И. Семенована хуравлама ыйтрăмăр.

– Валентина Ильинична, чи малтанах тăххăрмĕш классен патшалăх аттестацийĕ çинчен калаçар-ха.

– 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче тăххăрмĕшĕнче 250 ача пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен пурне те патшалăх аттестацине хутшăнма ирĕк панă. 245 ача экзаменсене çĕнĕ формăпа тытнă пулсан, 5 вĕренекен, кусем сывлăх енчен хавшакраххисем, экзаменсенчи ĕçсене шкултах çăмăл йĕркепе пурнăçларĕç. Тĕрĕслевсем Элĕкри вăтам шкулта иртрĕç. Патшалăх аттестацийĕн положенийĕпе килĕшÿллĕн РФ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче ăс пухакан тăххăрмĕшсен 4 экзаменран кая мар тытмалла. Вĕсенчен виççĕшĕпе чăваш, вырăс чĕлхисем тата алгебра предмечĕсемпе пурин те тĕрĕслев витĕр тухмалла. Теприне вĕренекен хăй суйласа илет. Тĕрĕслеве биологипе, физикăпа, географипе, историпе, обществознанипе, химипе, литературăпа, акăлчан чĕлхипе тата информатикăпа хутшăннă.

– Экзаменсен кăтартăвĕсемпе вара савăнма пулать-и;

– Вырăс чĕлхипе тата математика предмечĕпе 100 проценчĕпех патшалăх аттестацийĕн ĕçне пурнăçланă. Физикăпа 30 вĕренекен, биологипе – 43, обществознанипе – 72, географипе 14 шкул ачи экзаменсем тытнă. Историпе, литературăпа, информатикăпа, акăлчан чĕлхипе хăйсен ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕсленисен шучĕ виçĕ ачаран иртмен.

Аттестаци витĕр математикăпа лайăх тухнисен виçи 95,5 процентпа танлашать. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан пулсан, кăçал ку виçе (2011-99,2 процент), (2012–98 процент) пĕчĕкрех. Районĕпе илсен, вĕренÿ пахалăхĕ 88,57 процент, ку виçе, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, лайăхланнă. Математика предмечĕпе чи лайăх кăтарутсем – Питĕшкассинчи (100 процент), Элĕкри (95,7 процент), Тавăтри (94,7 процент) вăтам шкулсен.

Вутланпа (66,7 процент) Мăн Ямашри (64,3 процент) вĕренÿ учрежденийĕсен кăтартăвĕсем чи пĕчĕккисем.

Вырăс чĕлхипе патшалăх аттестацине шкул ачисен 98 проценчĕ лайăх пурнăçланă. 2012 çулхипе танлаштарсан, ку кăтарту та пĕчĕкленнĕ. Асăннă экзаменра та Тенири (88,9 процент), Питĕшкассинчи (87,5 процент) вĕренекенсем пысăк балл пухса палăрнă. Вутланти (33,3 процент), Карачурари (40 процент) тулли мар, Ураскилтри (40 процент) вăтам шкулсенче пĕлÿ илекенсем пĕчĕкрех балсем пухнă.

– Ытти предметсемпе «4» тата «5» илнисен йышĕ еплерех;

– Физикăна суйласа илнисенчен экзамена лайăх тытнисем 73,3 процент, географипе – 71,4, биологипе – 90,7, обществознанипе 69,4 процент, химипе, информатикăпа, акăлчан чĕлхипе патшалăх аттестацийĕ витĕр пурте лайăх тухнă. Литературăпа экзамен тытнисен 33,3 проценчĕ çеç 4-па 5 илнĕ.

– Тăххăрмĕшсен йышĕнче шкула лайăх паллăсемпе пĕтернисем чылай-и;

– Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула 5 паллăсемпе кăна пĕтернисен шучĕ ÿснĕ. Кунашкал аттестата районти тăватă ача тивĕçнĕ. Кусем Тавăтри (2), Питĕшкассинчи, Элĕкри вăтам шкулсенче пĕлÿ илекенсем.

– Вун пĕрмĕш классенче вĕренекенсем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене епле тытнă;

– Аслă классенче 157 ача пĕлÿ илнĕ. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа тĕрĕслеве пурте хутшăннă. Физикăна, химие, биологие, географие, историе, обществознание, ют чĕлхене, информатикăна хăйсем суйласа илчĕç.

– Хăш шкулсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç;

– Юнтапари вăтам шкулта вĕренекенсем вырăс чĕлхипе (70,3 балл) экзамена уйрăмах лайăх тытрĕç. Çавăн пекех ураскилтсем те (69,7) асăннă предметпа малта. Шĕмшешсен вара чи пĕчĕк кăтарту – вăтам балл 49,3-пе çеç танлашрĕ. Районта вырăс чĕлхипе вăтам балл 63,41 пулсан, республикăра – 66,39.

Математика предмечĕпе вăтам балл 51,6 пулнă. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, ку кăтарту ÿснĕ. Юнтапари вăтам шкулта пĕлÿ илекенсем экзамена 59,4 баллăх тытнă. Çакă республикăри вăтам балран та пысăкрах. Чăваш Енре 54,6-па танлашнă. Мăнвылăсем те математикăпа экзамена лайăх тытнă (54,3), мăнямашсемпе (34,3) ураскилтсен (39,5) пĕлÿ шайĕ пĕчĕкрех пулни курăнчĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче математикăпа чи пысăк балл – 77, вырăс чĕлхипе, обществознанипе, химипе, физикăпа 100 балл пухнă. Биологи предмечĕпе чи пысăк кăтарту 91-пе, историпе 98-па, географипе 88-па, литературăпа – 69-па танлашнă.

– Валентина Ильинична, вун пĕрмĕшсен йышĕнче виçĕ е ытларах экзамен тытнисем нумайăн-и;

– Вĕренÿ модернизацийĕн комплекслă проекчĕпе килĕшÿллĕн учителĕн вĕрентÿ пахалăхне вĕренекен суйласа илнĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хутшăнни палăртать. Çавăн пекех тĕрĕслев кăтартăвĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2013 çулта районти шкулсенче пĕлÿ илнисем виçĕ е ытларах экзамена ППЭ-сем евĕрлĕ тытнисем Элĕкри (91,6 процент), Мăн Ямашри (100 процент), Чăваш Сурăмĕнчи (90,9), Юнтапари (100) шкулсенче уйрăмах йышлă пулнă. Мăнвылăсен кăтартăвĕ вара пĕчĕкрех.

– Ылтăн е кĕмĕл медальсемпе шкул пĕтернисем миçен-ши;

– Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн ылтăн тата кĕмĕл медальсен положенийĕпе килĕшÿллĕн районти 4 çамрăк ылтăн, 2-шĕ кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Вĕсем Элĕк шкулĕнче пĕлÿ илнĕ.

Çавăн пекех Элĕкри вăтам шкулти икĕ ачана пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестат паман.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика