АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăрăшуллисем яланах малта

10:52 15 июля 2013 г.

Мăн Вылăри çыхăну уйрăмĕнчен яра куна çын татăлмасть. Кунта пурне те ăшă
кăмăлпа йышăнаççĕ, кашнин ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.

– Надежда Николаевна, мана киçтĕкпе сăрă парăр-ха, тархасшăн, – терĕ почтăна
килнĕ пĕр арçын. – Мăнукăм ÿкерме кăмăллать, альбомĕ пур-и тата;

Ертÿçĕ тилхепине 2012 çултанпа тытса пыракан Н.Алексеева мĕн ыйтнине тÿрех
тивĕçтерчĕ. Атмалкассинче пурăнакан Э.Карпова авă çутăшăн тата газпа усă
курнăшăн тÿлеме пынă. Тепри вара вырăн таврашĕ илесшĕн.

– Хаçат-журнал валеçнипех çырлахмастпăр. Ял çыннисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу
паратпăр, – паллаштарчĕ çыхăну уйрăмĕн ертÿçи.

Надежда Николаевна çыхăну тытăмĕнче çĕнĕ çын мар ĕнтĕ. Мăн Вылă ялне вăл
Ураскилтрен çÿрет. Малтанах ял хуçалăхĕнче кладовщикра вун çичĕ çул тар тăкнă.
Унтан ĕçрен ÿркенменскере ялти çыхăну уйрăмне ĕçлеме чĕннĕ. Халĕ вара çулталăка
яхăн Мăн Вылăри çыхăну уйрăмĕн ертÿçи шутланать.

– Ĕçе хаваспах килетĕп. Аякран çÿрени, транспорт çукки çеç хăш чухне чăрмав
кÿрет, – пĕлтерчĕ Н.Алексеева.

Надежда Николаевна ирхи сакăр сехет тĕлне ĕçе васкать. Ураскилтрен Мăн Вылăна
çуран утни те пĕрре мар пулнă унăн. Çыхăну уйрăмĕнче тепĕр виçĕ çын тăрăшать.
А.Чертовăпа С.Иванова кулленех Çирĕккассинчен ĕçе килеççĕ. Алина Валериановна
Çирĕккасси ялĕнче пурăнакансене хаçат-журналпа, таварпа тивĕçтерет пулсан,
Светлана Федоровна – мăнвылăсене. Атмалкассинчи О.Митрофанова почтальонка хăйĕн
ялĕнчи çынсем патне хаçат-журнал çитерессипе яваплă.

Паян та авă почтальонкăсем ирхи тăхăр сехет тĕлне ĕçе килчĕç, хаçат-журнала
суйласа илчĕç те пысăк сумкăсем йăтса ял тăрăх кайрĕç.

– Эпир кунта пурте çĕнĕ çынсем. Коллектив туслă, пĕр-пĕрне пулăшма яланах
хатĕр, – каласа пачĕ ертÿçĕ.

Çыхăну уйрăмĕнче темĕн те пур. Çамрăксем ытларах интернетра лараççĕ.
Электронлă почта та ĕçлет. Çырăнтару тапхăрĕнче вара кунтан çын та
татăлман.Тĕслĕхрен, район хаçатне халăх 205 экземпляр çырăннă. Тĕп ĕçсене
пурнăçланипе пĕрлех хушма пулăшу та вăй илнĕ почтăра. Тивĕçлĕ канăва тухнисене
почтальонкăсем укçана килĕсенех çитерсе параççĕ. Ку енĕпе ял çыннин вăхăчĕ
самаях перекетленет. Темиçе çул каялла почтăри чылай ĕç алă вĕçĕн, кивелнĕ
меслетсемпе пулса пынă пулсан, халĕ вара çĕнĕ технологисем вăй илсе пыраççĕ.

– Почтальонкăсем ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, умри тĕллевсене ирттерсе
пурнăçлама тăрăшаççĕ, – терĕ Н.Алексеева.

Чăнах та, çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансен ĕçĕ кăткăс. Кирек епле çанталăкра
та почта уйрăмне çитмелле, тĕрлĕ кăларăмсемпе корреспонденцисене кашни киле тенĕ
пек валеçсе çÿремелле, хаçат-журнал çырăнтармалла, çав вăхăтрах таварпа
тивĕçтермелле. Шалăвĕ пĕчĕк пулсан та вĕсем ÿркенсе тăмаççĕ.

– Хаçат-журнал çырăнассипе Мăн Вылăри П.Никифоровпа В.Максимов палăрса
тăраççĕ, – палăртрĕ Надежда Николаевна.

Çырăнтару тапхăрĕ – чи хĕрÿ вăхăт. Çавăнпа та почтальонкăсем шанăçа тÿрре
кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшни те ĕçре хавхалану кÿрет. Çав вăхăтрах
ялсем ватăлса, килсем пушанса пыни çырăнтару тапхăрĕнче чăрмантарнине те
палăртрĕ ертÿçĕ.

– Почтальонкăсен ĕçĕ çăмăл мар. Хăшĕ-пĕри вĕсене ăнланмасть те пулĕ. Ял-ял
тăрăх пысăк сумка çакса утакана кÿрентерекен те пур, – пĕлтерчĕ Н.Алексеева.

Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма тăрăшаççĕ кунта ĕçлекенсем. Çирĕплĕхпе чăтăмлăх
кирлине те аванах чухлаççĕ.

Вера МОРОЗОВА.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика