15:33 22 июля 2013 г.
Ĕçсĕр инвалидсене, ача-инвалидсене пăхса пурăнакан нумай ачаллă
ашшĕ-амăшĕсене 2013-2015 çулсенче, ĕçпе тивĕçтерессипе республикăра тĕллевлĕ
программа хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртессипе Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн
Элĕкри уйрăмĕ те япăх мар ĕçлесе пырать. Кăçал асăннă программăпа килĕшÿллĕн
нумай ачаллă пĕр çынна яланлăх ĕç вырăнĕ тупса панă.
Çавăн пекех инвалида ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес тĕллевпе ăна валли ятарлă
хатĕрсеам туянма 67, 1 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.
Асăннă программăпа усă курса ĕç вырăнĕ тупас тĕллевлĕ инвалидсене ĕçпе
тивĕçтерекен центрта пулăшма яланах хатĕр.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"