11:30 29 июля 2013 г.
Ача çурални кашни çемьешĕн питех те савăнăçлă пулăм, ку вăл – кил-йыш
историйĕнче уçăлакан çĕнĕ страница. Çак кун çырава татах та телей хушăнса пыни
мĕнле ан савăнтартăр-ха ĕнтĕ: пирвайхи йăл кулă, ача кăшкăрса-макăрса яни,
пĕрремĕш хут ярса пусса малалла утăмсем туни...
Райадминистрацин ЗАГС пайĕ анчахрах кăçал çуралнă 100-мĕш ачана шута илчĕ.
Анна ятлă хĕрача Çĕнушкăнь ялĕнчи Никитинсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Вăл –
вĕсен иккĕмĕш ачи. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ашшĕпе амăшне ăшшăн саламласа ача çурални
çинчен калакан свидетельство, асăнмалăх открытка пачĕç, ăнăçу сунчĕç. Сывă та
телейлĕ ÿс эсĕ, Анна.
М.НИКОЛАЕВА,
район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"