08:36 12 августа 2013 г.
Мĕнлерех ĕçлеççĕ-ха ялсенчи культура учрежденийĕсем, сивĕ хĕле кĕтсе илме
хатĕр-и вĕсем; Хутса ăшăтмалли тапхăра еплерех хатĕрленнине тĕрĕслес тĕллевпе
тата методика пулăшăвĕ пама çак уйăхăн 12-16-мĕшĕсенче пур культура
учрежденийĕсене те çитетпĕр.
Паянхи кун пирĕн районта 28 культурăпа кану çурчĕ ĕçлет, вĕсенчен 11-шĕ
юридици сăпатлĕ информаципе культура центрĕсем. Çавсенчен 27-шне газ кĕртнĕ,
пĕрне паян кун та çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтаççĕ.
Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсенче кулленхи юсав ĕçĕсем пыраççĕ,
ăшăтмалли тытăмсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçма хатĕрлеççĕ. Культура ĕçченĕсем хăйсен
вăйĕпех пурнăçлаççĕ.
Л.СЕМЕНОВА.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"