АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕрпе тивĕçтереççĕ

10:31 19 августа 2013 г.

2011 çулхи мартăн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене
пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указ вăя кĕчĕ. Çакăнпа килĕшÿллĕн виçĕ тата ун
хыççăнхи ачаллă çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр лартма, хушма хуçалăха
аталантарма çĕр лаптăкĕ тÿлевсĕр уйăрмалла.

Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх,
районта августăн 1-мĕшĕ тĕлне 19 çемье çĕр лаптăкĕ илме черете тăнă.

Нумай ачаллă 7 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ, 3-шĕ хушма хуçалăх аталантарма, 4
çемье çурт-йĕр çĕклеме ирĕк илнĕ. Çĕр лаптăкĕсене ял çывăхнерех е ялăн аталану
пур вырăнсенче уйăраççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне туллин вăя кĕртме палăртнă май çĕр
лаптăкĕсем хатĕрлес ĕç малалла пырать.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика