АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕве юсанă

10:45 21 августа 2013 г.

Шыв – пурнăç тыткăчиех. Ял çынни пушшех те унсăрăн пурăнаймасть. Пахча-çимĕç
ÿстерме те, хур кăвакал усрама та кирлĕ ялти пĕве-çырмасем. Какаç ялĕнчи Макаç
пĕве пуçĕ темиçе çул каяллах шывпа йăшса татăлса кайнăччĕ. Шырланланма та
пуçланăччĕ, шыв виçи те палăрмаллах чакнăччĕ. Кăçалхи çу кунĕсенче пысăк пĕве
типсе ларас хăрушлăх та тухса тăнăччĕ. Çулсеренех 100 пуç хур тытакан
Антоновсене уйрăмах пăшăрхантарнăччĕ çак çивĕч ыйту. Иртнĕ кунсенче Болислав
Антонов «Новый путь» хуçалăхран ятарласа трактор ыйтнă. Хăйсен шучĕпех Макаç
пĕве пуçне юсаттарнă, шырланланма ĕлкĕрнĕ вырăна тĕксе тикĕслеттернĕ. Ултă
теçеткери арçын палăртнă тăрăх, çитес вăхăтра пĕве пуçне шыв юхма пысăк тăрпа
хурасшăн.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика