10:48 21 августа 2013 г.
Вăрманкас ялĕнче ĕçчен те кăмăллă хĕрарăм Зоя Владимировна Николаева
пурăнать. Вăл килти хушма хуçалăхра аппаланма юратать. Алли ылтăн тейĕн, çыхма
ăста. Картинăсем те тăвать. Юрлама та, ташлама та пултарать.
Унăн мăшăрĕ Анатолий Лапсарти ПМК-ра водительте ĕçлет. Канмалли кунсене яла
таврăнать, тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Арçын – ăста купăсçă. Мăшăрсем икĕ хĕрпе пĕр
ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Владимир ывăлĕ çара кайса килнĕ хыççăн тĕп хулара ĕçе
вырнаçнă.
Николаевсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсен ачисем те пултаруллă.
А. ГОРШКОВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"