11:54 26 августа 2013 г.
Ял илемĕ, унăн сăн-сăпачĕ пурăнакансенчен килни каламасăрах паллă. Тирпейлĕх,
тасалăх енчен тавăтсене тиркеме çук-ха. Урамсенчи хăтлăх яланах малти вырăнта.
Нумаях пулмасть вара ял-йышпа пĕр пулса тепĕр ĕç туса ирттертĕмĕр. Пĕрлехи
пухура килĕренех 100-шер тенкĕ укçа пухма, унпа урамра çутă лампочкисем лартма
килĕшсе татăлтăмăр. Хăш-пĕр тĕлте юрăхсăра тухнă пăралуксене те улăштарма тиврĕ.
Халĕ кашни юпа çинче тенĕ пекех каçсерен çутă çунать. Энергие перекетлекен
лампасем вырнаçтарни ял тăрăхĕн бюджет укçине те перекетлеме май парать.
Каçсерен урампа утма та шиклентермест.
Тавăт ялĕнче пурăнакансем обществăлла ĕçсенче яланах активлăхпа палăраççĕ.
Иртнĕ çулсенче пĕрлехи вăйпа кĕпер çĕнетнĕччĕ, çăва пÿртне те тунăччĕ.
С.ПАВЛОВА.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"