15:47 09 сентября 2013 г.
Çамрăк çемьесене кил-çурт çавăрма субсидисем пани пысăк çăмăллăх. Чăваш Сурăм
ял тăрăхĕнче те çулсеренех пĕр е икĕ çемье «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа
усă курса çурт-йĕр хăпартаççĕ. Кăçал асăннă çăмăллăха Тури Хурасан ялĕнче
пурăнакан Ольга Никонорова тивĕçнĕ. Икĕ ача амăшĕ «Новый путь» хуçалăхра
тăрăшать. Çамрăк хĕрарăм иртнĕ çулсенче икĕ хутлă пысăк çурт çĕкленĕ, ăна тăрă
айне лартнă, унта куçнă. Шалти ĕçсене пĕтĕмĕшле вĕçлеймен-ха. Вăл патшалăх
тивĕçтернĕ субсидипе пÿрте хăтлăх кĕртес тĕллевлĕ.
Çавăн пекех çÿлерех асăннă программăпа Анатри Юлăшри Емельяновсем те
çурт-йĕре çĕнетеççĕ. Мăшăрсем виçĕ ачана пăхса ÿстереççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ
«Новый путь» хуçалăхăн Юлăшри уйрăмĕнче сĕт комплексĕнче тăрăшать. Упăшки
стройкăпа аппаланать.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"