15:49 09 сентября 2013 г.
Краснодар тăрăхĕнчи Темрюк хулинче пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕ уçăлнă.
Вăл «Ăрусен кĕвви-сасси» ятпа иртет. Кунта чăваш халăхĕн ĕмĕртен ĕмĕре куçса
пыракан йăли-йĕркисене кăтартса пама Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Валинке»
халăх ансамблĕ тивĕçлĕ пулнă.
Фестивальте «Валинке» «Вăйă, йăла-йĕрке программисем» тата «Фольклор
ансамблĕ» номинацисенче хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Ентешсен программинче –
туй юрри-ташшисем, хĕр çураçса качча панисем, çавăн пекех пирĕн тăрăхри халăх
юррисем.
Конкурс пынă кунсенче вĕренÿпе творчество мероприятийĕсем те иртĕç.
Г.ГЕННАДЬЕВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"