14:09 11 сентября 2013 г.
Чăваш Енĕн тĕп хулинче трактор историйĕн музейĕ ĕçленине вулакансем пĕлеççĕ
ĕнтĕ. Унăн директорĕ – пирĕн ентеш, Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, хамăр районта
культурăна аталантарассипе тăрăшса ĕçленĕ Альберт Сергеев.
Çак кунсенче Анăç Европăри, Австралири, Израильти техника кăларăмĕсен
журналисчĕсем автоçул çÿреве тухнă. Маршручĕ вăрăм – Японири Хиросимăран пуçласа
Германири Франкфурт хули таранах. Çула май вĕсем Шупашкарта та чарăнса тăнă.
Пуринпе те кăсăкланакан журналистсем кунта трактор историйĕн музейне çитсе
курмасăр чăтайман. Кунта вĕсем тĕрлĕрен техника экспозицийĕсемпе паллашнă, халĕ
те ĕçлеме пултаракан ĕлĕкхи тракторсене курса тĕлĕннĕ. Инçетрен çитнĕ
журналистсем Шупашкарти трактор историйĕн музейĕ çинчен хăйсен кăларăмĕсенче
пĕлтерме шантарнă.
Г.ГЕННАДЬЕВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"