15:17 18 сентября 2013 г.
«Золотое Руно» сурăхсем ĕрчетес енĕпе ĕçлекен пĕртен-пĕр хуçалăх. Кунта
выльăхсен йышне ÿстерсех пыраççĕ. Иртнĕ çул çак вăхăтра 605 пуç шутланнă пулсан,
кăçал – 716 пуç. Кĕтÿре 100 пуç ытла хушăнни – ырă пулăм.
Ăратлă сурăхсенчен путек илессипе те кăтартусем лайăх. Иртнĕ сакăр уйăхра
пурĕ 150 путек илнĕ. Урăхла каласан, çамрăк выльăхсем, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе
танлаштарсан, 93 пуç ытларах хушăннă.
Ăратлă путексене уйрăм çынсем те кăмăлпах туянаççĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"