09:32 25 сентября 2013 г.
Кĕрхи йĕпе-сапа çанталăк уй-хир ĕçĕсене вăхăтлăха чарса лартрĕ. Тĕш тырă
культурисене уйăх каяллах пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Вăтам тухăç 17 центнерпа танлашать.
Çĕр улми 464 гектар (61,1 процент) кăларнă. Ю.Никифоров ертсе пыракан
хресчен-фермер хуçалăхĕнче ку ĕçе мĕн пур лаптăк çинче пурнăçланă.
Кĕрхи тĕш тырă культурисене 2310 гектар (77 процент) акнă. Ку енĕпе «Колос»
общество, Ю.Никифоров, Г.Петриков хресчен-фермер хуçалăхĕсем плана пурнăçланă.
Кĕрхи çĕртме сухи 2350 гектар тунă. «Журавлев» хресчен-фермер, «Алмаз»,
«Новый путь», «Правда» хуçалăхсем малта пыраççĕ.
А.ПРОХОРОВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"