09:34 25 сентября 2013 г.
Вутлан шкулĕнче «Çемьепе çыхăнса тата килĕштерсе ĕçлемелли тытăм, ачана
шкулта вĕреннĕ чухне аталантармалли тĕллевсемпе меслетсем» темăпа директорсен
воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Ку ыйтупа асăннă шкулăн
директорăн çумĕ Татьяна Пантелеймонова тухса калаçнă. Вăл çитĕнекен ăрăва
вĕрентсе воспитани панă çĕрте çемье пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă. Çавна май
шкулта «Шкул – вĕренекен – çемье» пĕрлĕх йĕркеленĕ. Çакă ачан вĕренес туртăмне
аталантарма нумай пулăшать.
8-мĕш класс ертÿçи Светлана Капитонова ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе
«Эпĕ, эсĕ, вăл – пĕрле туслă çемье» ятпа уçă урок ирттернĕ.
Директорсен çумĕсем тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă, 2013–2014 вĕренÿ çулĕ валли ĕç
планĕ йышăннă.
А.ГОРШКОВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"