08:37 30 сентября 2013 г.
Республикăри «Ял тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн пирĕн района 6 çамрăк
специалист килнĕ.
Вĕсенчен пĕри – Тавăтри врач офисĕнче ĕçлекен Светлана Иванова. Вăл 2012
çулта вĕренсе тухнă хыççăн çемйипе пĕрле яла таврăннă.
Офис тăхăр ялта пурăнакансене пăхса тăрать. Çавăнпа Светлана Ивановăпа
Антонина Егорован пĕр пушă вăхăт та çук. Вĕсем эрнере темиçе кун çывăхри ялсене
кайса килеççĕ. Килĕрен çÿресе çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. Шкулпа ача
садне те çитме вăхăт тупаççĕ. Светлана Иванова программăпа уйăрнă укçапа хăйне
валли çăмăл машина туяннă.
Район тĕп больницинче те çамрăк врачсем пур. Акă Валентина Майорова
врач-анестезиолог Çĕмĕрлерен килнĕ. Кунта вăл 1-мĕш категориллĕ врач шутланать.
Кăçалтан тата реаниматологипе анестезиологи пайĕн ертÿçи. Вăл чылай çынна йывăр
чиртен хăтăлма пулăшнă.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"