АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕнеке вулаççĕ, парнелеççĕ

13:23 03 октября 2013 г.

Кам нумай вулать – çав нумай пĕлет, теççĕ. Пирĕн районта вара кĕнекепе
туслисем сахал мар. Ветеринари станцийĕнче шут ĕçченĕнче тăрăшакан Ольга
Андреевăна уйрăмах асăнас килет. Вăл уйăхра вунă кĕнекерен сахал мар вулать.
Унăн амăшĕ, ĕç ветеранĕ Нина Андреева та кĕнекене алăран ямасть.

Смородино ялĕнче пурăнакан сакăр теçеткене çывхаракан Петр Львов, Вырăс
Сурăмĕнчи Галина Дубинина, Элĕк салинчи Надеждăпа Иван Дмитриевсем те кĕнекепе
туслă.

Кĕнеке вулама юратакансемпе пĕрлех ăна библиотекăна парнелекенсем те
сахаллăнах мар. Вĕсен шутĕнче Элĕкри Эмилия Семенова, Луиза Иванова, Ангелина
Тихонова, Аза Спиридонова, Людмила Семенова, Витеçÿтĕнчи Валентина Антонова,
Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнчи Владимир Терентьев тата ыттисем те.

З.УДЯКОВА,

районти тĕп библиотека ĕçченĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика