11:49 07 октября 2013 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче парта хушшине 1906 ача вырнаçса ларчĕ. Иртнĕ вĕренÿ
çулĕнче 2060 вĕренекен пĕлÿ пухнăччĕ. Курăнать ĕнтĕ, кăçал пĕлтĕрхинчен 154
вĕренекен сахалтарах.
Пĕчĕк кăна тишкерÿ: иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш класса 169 ача çÿренĕ,
кăçал – 149-ăн. Хальхи вăхăтра пуçламăш классене 661 шăпăрлан çÿрет, 9-мĕшĕнче -
238 вĕренекен, 11-мĕш класра 147 хĕрпе каччă пĕлÿ пухать. Çултан çулах хĕрачасем
арçын ачасенчен нумайтарах. Иртнĕ çул, акă, мĕнпур вĕренекенсенчен 966-шĕ хĕр
ачасем пулнă, кăçал вĕсем – 1030-ăн. Шĕмшеш шкулĕнче вара ку кăтарту пачах та
урăхла. 2012-2013 çулхи вĕренÿ çулĕнче асăннă вĕренÿ учрежденинче 105 ача пĕлÿ
илнĕ, вĕсенчен 39-шĕ – хĕр ачасем. Кăçал ку шкулти 94 вĕренекенрен 35-шĕ –
хĕрачасем.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"