11:50 07 октября 2013 г.
Ватă çынсен кунĕнче Мартынкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене Чăваш Сурăм ял
тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Николаев уяв
ячĕпе саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Сĕтел çине тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлесе лартнă клубра хавхалануллă та савăнăçлă
юрă-кĕвĕ янăрарĕ.
Шапкин ялĕнче пурăнакан Юлия Никифорова июлĕн 25-мĕшĕнче 90 çул тултарнă. Вăл
пĕр вăхăт Шупашкарта пурăннă. Çакăн чухне ăна тăлăха юлнă арăмсен уйрăм
списокĕнчен кăларнă. Халĕ каялла çырса хунă. Ку ыйтăва Ватăсен кунĕнче татса
панă.
Уявра Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем пурте юрласа ташласах савăнчĕç.
Тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç. Клуб заведующийĕ А.Ильина, Л.Павлова фельдшер,
Н.Орлова санитарка пирĕншĕн нумай тăрăшрĕç.
В.АРХИПОВ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"