11:51 07 октября 2013 г.
Тавăт, Мăн Вылă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче
12 преступлени шута илнĕ. Вĕсем ют пурлăха вăрланипе тата ÿсĕрле çывăх çыннисене
хĕненипе, пусмăрланипе çыхăннисем. Граждансенчен 84 заявленипе çăхав йышăннă.
Асăннă материалсене тишкерсе тухса 4 тĕслĕхпе уголовнăй ĕç пуçарнă, 11-шне
пĕрремĕш номерлĕ миравай суд участокне тивĕçлĕ йышăну тума ярса панă, 17-шĕпе
административлă ĕç пуçланă.
Кăçалхи тăхăр уйăхра 146 граждана йĕркене пăснăшăн административлă майпа явап
тыттарнă. Вĕсенчен 70-шĕ обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕ. Ял тăрăхĕсенче
уйăхсерен профилактика канашĕсем ирттернĕ. Унта право йĕркине пăснă çынсене
чĕнтерсе калаçнă.
Д.ШАКАРОВ,
участок уполномоченнăйĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"