АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шупашкара - концертпа

10:17 16 октября 2013 г.

Çак кунсенче районти ветерансен «Ветеран» халăх хорĕ тĕп хулари «Салют»
культура керменĕнче концерт кăтартрĕ. Чи малтанах эпĕ районти ветерансен
организацийĕ çинчен каласа патăм, «Ветеран» хорĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштартăм.
К.Степанова Элĕкри ватăсен шкулĕ мĕнле ĕçлесе пыни çинчен каларĕ. «Спешите
делать добрые дела» ятлă сăвăна вуларĕ. Çавăн пекех Р.Андреева, И.Васильев
хăйсен сăввисемпе хула ветеранĕсене саламларĕç. Хор чăваш тата вырăс юррисене
шăрантарчĕ. В.Корнилова, З.Лукишова, З.Данилова, Н.Васильев уйрăмах ăсталăхпа
палăрчĕç. Музыка инструменчĕсенчен йĕркеленĕ ансамблĕн кĕввисем куракансене
тыткăнларĕç. Концерт ăнăçлă иртрĕ. «Эсир чунтан шăрантарнă юрăсем питĕ
килĕшрĕç», – терĕç куракансем.

А.ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен канашĕн председателĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика