АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнăç çулĕ - вăрăм çул

09:44 28 октября 2013 г.

Вырăс Сурăм салипе юнашар вырнаçнă пысăках мар Сатлайкăра пурăнакан Пелагея
Иванова 90 çул тултарчĕ. 1946 çулта кÿршĕ хĕрарăмĕ çамрăк хĕре Элĕк районĕнчи
Сатлайкка йĕкĕчĕпе Софрон Ивановпа паллаштарать. Тепĕр çултан мăшăрланаççĕ те
хĕрпе каччă, Сатлайккăра пурăнма пуçлаççĕ.

Пĕрне-пĕри килĕштерсе Софронпа Пелагея 6 ача пăхса ÿстереççĕ. Шел, Викторпа
Алевтина çут тĕнчерен уйрăлнă ĕнтĕ. Çемье пуçĕ Софрон Ефимович Калинин ячĕллĕ
хуçалăхра счетоводра ĕçленĕ, Пелагея Александровна пăрусем пăхнă. Çавăн пекех
кил управçи райпо тытăмĕнче те нумай çул тăрăшнă. Софрон Ефимович вара 2006
çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.

Ялти чи ватă çынна 90 çулхи юбилей ячĕпе саламласа район администрацийĕн
пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев Раççей Президенчĕ Владимир
Путин ятран çырса янă салам çырăвне панă, телей суннă.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика