АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уроксем хыççăн та шкултах

07:50 05 ноября 2013 г.

Юнтапари пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти 3 класра вĕренекенсем класс
ертÿçи Альта Николаевна Краснова ертсе пынипе темĕн тĕрлĕ мероприятисем те
ирттереççĕ. Вĕсем çыраççĕ, проектсем хатĕрлесе хÿтĕлеççĕ, ÿкерчĕксем тăваççĕ,
ташлаççĕ, шашка-шахматла выляççĕ, çулçÿревсенче пулаççĕ тата ытти те.

Анчахрах ачасем «Ача-пăча паркĕ» проекта хÿтĕлеме хатĕрленнĕ. Тăватă ушкăн
пластилинран хăйсем тĕллĕн шухăшласа ачасем валли парк ăсталанă. Кашни ушкăн
хăйне евĕр пултарулăх кăтартнă. Аслисем пулăшмасăрах кĕçĕннисем «парк» вали
эскизсемпе шаблонсем майлаштарнă. Ĕçсене пурте «питĕ лайăх» паллăпа пурнăçланă.
Вĕсем çавăн пекех пурнăç хăрушсăрлăхĕн çĕр-шывне те «кайса килнĕ» (ЗОЖ тĕнчинче
çÿренĕ). Класа виçĕ саспалли кĕрсе тăнă: З, 0 тата Ж. Ачасем вĕсем мĕне
пĕлтернине тÿрех чухласа илнĕ, харпăр гигиенин правилисене, кун йĕркисене аса
илнĕ.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика