АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет

08:07 08 ноября 2013 г.

Пирĕн районта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн нумай енлĕ центрĕ ĕçлет.
Вăл райадминистраци çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Ку центр федераци, регион
тата муниципалитет влаçĕсен органĕсемпе тачă çыхăнура тăрать, çапла вара мĕн пур
документсене хăвăрт йĕркелеме пулать, укçа-тенкĕ сахалтарах тăкакланать.
Пĕлетĕр-и, «пĕр чÿрече» йĕркепе асăннă центрта 69 тĕслĕ пулăшу параççĕ.

Ку таранччен центра 190 çын хăйсен ыйтăвĕсемпе пынă: вĕсенчен 67-шĕ заявлени
çырса панă, ыттисем консультацире пулнă. «Пĕр чÿрече» Мăн Вылă, Ехремкасси,
Юнтапа ялĕсенчи вулавăшсенче те ĕçлет. Вĕсенче тĕрлĕрен ыйтусене хуравлаççĕ,
муниципалитетăн 25 пулăшăвĕпе документсем хатĕрлеççĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика