13:32 13 ноября 2013 г.
Райадминистрацин ЗАГС пайĕ юпа уйăхĕнче туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.
Пĕтĕмпе 63 акт çыртăмăр. Иртнĕ уйăхра 16 ача çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен 9-шĕ –
йĕкĕтсем, 7-шĕ – чиперккесем. Иртнĕ çулхи çав вăхăтра 17 пепке çуралнине шута
илнĕччĕ.
Кун çути курнисенчен 10-шĕ – çемьере иккĕмĕш тата вĕсем хыççăнхисем. Çапла
вара амăшĕн капиталне федераципе республика бюджетĕнчен илекенсем хушăнсах
пыраççĕ.
Шел пулин те, пурнăçран уйрăлакансем те чакмаççĕ. Иртнĕ уйăхра районта
пурăнакан 32 çын çут тĕнчерен уйрăлнă (пĕлтĕр – 35 çын). Арçынсем вăтамран – 67
çул, хĕрарăмсем 78 çул пурăннă.
Юпа уйăхĕнче 8 мăшăр Мендельсон кĕввипе пĕр тĕвве пĕрлешсе çемье çавăрнă, 5
çемье уйрăлнă (пĕлтĕрхи октябрьте – 1 çемье). Пĕр çын ят улăштарнă.
М.НИКОЛАЕВА.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"