13:33 13 ноября 2013 г.
Питĕшкассинчи вăтам шкулта вуннăмĕшĕнче пĕлÿ илекен Антонина Михайлова
тăрăшулăхпа палăрать. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраканскер шкул пурнăçне активлă
хутшăнать. Тĕрлĕ конкурссемпе мероприятисенче хăйĕн ăс-тăн çивĕчлĕхне туптать.
Мал ĕмĕтлĕ хĕре шкулта пысăк ĕç те шанса панă. Питĕшкассинчи вăтам шкулта пичет
«министрĕн» тивĕçĕсене те пурнăçлать. Вĕренÿ учрежденийĕнче уйăхсерен
«Переменка» хаçат кăларса тăрассине Антонина Михайловăпа унăн çумĕ Дима Михайлов
çине çирĕплетнĕ.
– Кунта вĕренекенсен спортри, вĕренÿри çитĕнĕвĕсене çутататпăр. Шкулта мĕнле
уявсем, ăмăртусем иртнине, çĕнĕлĕхсене пичетлетпĕр. Тăрăшуллă ачасемпе
паллаштаратпăр, – хăйĕн ĕçĕн тивĕçĕсене пĕлтерет «министр».
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"