АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Словение кайнă

09:00 27 ноября 2013 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Координаци Канашĕн секретарĕ, «Благовест» халăх пулăшăвĕн центрĕн президенчĕ З.Драгункина хăйне евĕрлĕ çул çÿрев йĕркеленĕ. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕпе раштав уйăхĕн саккăрмĕшĕччен усрав çемьесенчи ачасем сывлăхĕсене Словени Республикинчи Терме Чатеж курортĕнче çирĕплетеççĕ. Асăннă ушкăна Чăваш Республикинчен 12 çемье лекнĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти Анаткас Сурăм ялĕнче пурăнакан Ираида Анатольевна Павлова çемйи те пур. Çемьере усрав ачасем ÿсеççĕ. Вĕсем пурте Юнтапари вăтам шкулта пĕлÿ илеççĕ, лайăх вĕренеççĕ. Хĕрачасем пĕр-пĕринпе туслă. Çемье районти мероприятисене те час-часах хутшăнать, республикăри конкурссене те каять. Мускава та çитсе килнĕччĕ вĕсем.

И.ИЛЬИНА,

опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика