08:54 04 декабря 2013 г.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче çак партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăннă. Александр Николаевич патне хăйсен çивĕч ыйтăвĕсене урăхла майпа татса пама пултарайманнисем пулăшу ыйтма пынă. Кусем вĕсем – ялсене тирпей-илем кĕртесси, çĕнĕ урамсене çутçанталăк газĕ илсе çитересси, социаллă аталану программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси.
«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин йышăну пÿлĕмĕнче кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явнă, туллин ăнлантарса панă. Ыйтупа пынисене кирлĕ пек тишкерсе тухнă хыççăн çыру вĕççĕн хуравлаççĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"