08:02 07 декабря 2013 г.
Районта хушма хуçалăха аталантарма кредитсем илесси малалла пырать. Акă кăçалхи 11 уйăхра 102604 пин тенкĕлĕх 548 çăмăллăхлă кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе ытларах Элĕк (хушма хуçалăхĕсен 64,3 проценчĕ), Крымсарайка (48,2 процент), Тени (47,6 процент) ял тăрăхĕсенче усă кураççĕ.
Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа ку енĕпе 576 миллион та 229 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Ку вăл хушма хуçалăхсен 43,7 проценчĕ. Кивçен илнĕ укçапа выльăх-чĕрлĕх витисем тунă, ял хуçалăх техникине туяннă.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"