08:15 07 декабря 2013 г.
Элĕк салинче çуралса ÿснĕ Эдуард Васильев шкулта вĕреннĕ чухнех спорта юратнă, тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăннă: волейболла вылянă, футбол пÿскине тапнă, боксра та ыттисенчен кая юлман. Çитĕнерехпе Эдуард тухăç вăййисене килĕштернĕ, уйрăмах ушу-сандья спорт ăмăртăвĕсенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă.
Хальхи вăхăтра Эдуард Васильев Тверь (унчченхи Калининград) хулинче çар хĕсметĕнче тăрать. Вăл – Раççей Çарĕн офицерĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех спорт вăйисене те хутшăнать. Анчахрах, акă, Старый Оскол хулинче ушу-сандья енĕпе Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн чемпионат иртнĕ. Ку çивĕч ăмăртура пирĕн ентеш пĕртте маххă паман, пурне те çĕнтерсе Раççей кубокне илнĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"