11:16 11 декабря 2013 г.
Г.Терентьев – анлă тавра пĕлÿçĕ. Вăл тĕрлĕ темăсемпе иртнĕ конкурс-викторинăсенче яланах малти вырăнсене йышăннă. Нумай пулмасть «Великие сыны Российской Федерации – Катуков, Маресьев, Судаев» конкурсра палăрчĕ.
Паянхи кун та унăн тĕпчев ĕçĕсем нумай. «Романов йăхĕнчи 6 патши çинчен» 200 тĕрлĕ материал пухса альбом вырнаçтарнă. Çакна шута илсе Романовсен йăхĕ 400 çул çитнĕ май пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн йышăнăвĕпе Г.Терентьев тавра пĕлÿçĕне «В память 400-летия Дома Романовых 1613-2013» медале пама йышăннă. Ăна «Ветеринарная медицина Аликовского района ЧР в XX – начале XXI вв» кĕнекене презентациленĕ чухне панă.
С.ЖЕЛЕЗНОВА,
районти литературăпа тавра пĕлÿ музейĕн
директорĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"