АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Телей йăмри» - пĕрремĕш

15:29 14 декабря 2013 г.

Мăн Вылă шкулĕн ачисем кашни çулах «Чăваш халăх сайчĕ» йĕркелекен литература ăмăртăвне хастаррăн хутшăнаççĕ. Конкурс ячĕ кашни çулах улшăнать, анчах та чи кирли – фантастика е фэнтэзи жанрĕпе çырасси. Сăмахран, 8-мĕш класра вĕренекен Кристина Артемьевăн хайлавĕ «Урхамахсем тăраç тапăртатса» конкурса хутшăнса палăрчĕ, çакăн ятлă кĕнекерех кун çути курчĕ. Акă кăçалхи «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ те пулчĕ. Конкурса йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх, вăл кăçал тивĕçлĕ шайра иртнĕ – пурĕ 92 хайлав тăратнă. Вĕсене хаклама питĕ йывăр пулнă. Çав шутра Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекенсен ĕçĕсем тивĕçлĕ вырăн йышăннă. 6-мĕш классем хушшинче поэзире Марина Федоровăн (Мăн Вылă) «Телей йăмри» сăвви 1-мĕш вырăн йышăннă, 10-11-мĕш классем хушшинче 1-мĕш вырăна Инесса Шашкинăн (Мăн Вылă) «Йăмра тĕнчи» калавĕ тивĕçнĕ.

С.ИВАНОВА.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика