АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕпчев ĕçне хăнăхаççĕ

08:05 18 декабря 2013 г.

Ача сачĕ пĕчĕккисене вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме пулăшнипе пĕрлех пуçламăш пĕлÿ те парать. Малашлăхри вĕренĕве çул хывать. Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕн «Хаваслă çемье» ушкăнĕнчи шăпăрлансене вăйă урлă тĕпчев ĕçне хăнăхтаратпăр. Кĕркунне виçĕ çултан кăшт иртнĕ ачасемпе шывпа сăнав ĕçĕсем турăмăр. Унăн пахалăхне, пĕлтерĕшне палăртрăмăр. Пĕчĕкскерсем таса та тăрă шыва усăсăр тăкма, тем те пĕрпе варалама юраманнине каласа ăнлантарчĕç. Иртнĕ кунсенче вара ушкăнри 19 ачапа юр-пăрпа çыхăннă тĕпчев ĕçĕ ирттертĕмĕр. Юр мĕнле пулнине, вăл йывăç-курăка мĕнле усă кÿнине тишкертĕмĕр. Çавăн пекех çынна мĕнле сиен кÿме пултарнине те палăртрăмăр. Шăпăрлансемпе сăнав ирттерни вĕсене çут çанталăкпа çывăхрах туслашма, тăван тавралăха упрама хăнăхтарать.

А.ЗАЙЦЕВА,

«Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.

 

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика