14:43 28 декабря 2013 г.
Элĕк шкулĕнчи капăрлатса илемлетнĕ акт залĕнче райадминистрацийĕн пуçлăхĕн елки питех те хаваслă иртрĕ. Унта кашни шкулти ачасем килсе çитрĕç. Кусем вĕсем – пуринчен те пултаруллă арçын ачасемпе хĕр ачасем: олимпиадăсенче çĕнтернисем, пултарулăх тата спорт ăмăртăвĕсен лауреачĕсем.
Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ăшшăн саламларĕ. Вăл ачасене лайăх вĕренме, хĕллехи каникулсенче йĕркеллĕ канма ăнăçусем сунчĕ.
Пурте тĕрлĕрен вăйăсем вылярĕç, симĕс чăрăш тавра юрларĕç те ташларĕç, Хĕл Мучине тĕрлĕ тĕслĕ çутăпа ялкăшакан лампочкăсене çутма пулăшрĕç. Хĕл Мучи вара шăпăрлансене пылак çимĕçсем валеçсе тухрĕ.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"